ПУШ | 13 |
Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи «Ҫулҫӳревҫӗ» ушкӑн ҫамрӑксен черетлӗ «Йӗлтӗрпе Ҫурҫӗр полюсне ҫити» тӗлпулувӗнчен таврӑннӑ. Ку ӑмӑртӑва Чӑваш Ен ачисем 5-мӗш хут хутшӑнаҫҫӗ ӗнтӗ.
Хальхинче ачасем Карелири ача-пӑча сипленмелли санаторире пулчӗҫ. Вӗсен хушшинче Ҫӗрпӳри аслӑ классенче вӗренекен Андреева Ларисӑпа Щоглев Николай пулнӑ. Коля каласа панӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫулҫӳревре 19 Раҫҫей ачи хутшӑннӑ, Чӑваш Енрен — 5 ача. Хӑнӑхман ачашӑн ку ӑмӑрту пит йывӑр иккен. Ҫурӑм хыҫӑнче пӗр пӑт йывӑрӑш кутамккана йӑтса, ятарлӑ ҫунашкана туртса йӗлтӗрпе 100 ҫухрӑм таран утса тухма тивнӗ ҫамрӑксен. Самай йывӑрри, ачасем аса илнӗ тӑрӑх, пӑр ҫинчи сарлака ҫурӑксем. Кашни ҫурӑкӗ вуна метртан кая мар, тарӑнӑшӗ вара 3-4 ҫухрӑм (!) тет. «Ҫак чӑрмавсене эпир хамӑрпа пӗрле илнӗ вӗрсе хӑпартмалли кимӗпе усӑ курса ирте-ирте кайрӑмӑр», — теҫҫӗ хастар ачасем. Карелине ҫул тытиччен ачасем Мускавра пуҫтарӑннӑ, вӗсене Кремлӗн паллӑ вырӑнӗсемпе паллаштарнӑ.
Юлашкинчен ачасем хӑйсен юратнӑ вӗрентекенӗ Владислав Алексеевич Исаев ҫинчен те нумай ӑшӑ сӑмах каларӗҫ.
Паян Ҫӗрпӳ район администрацийӗн лару пӳлӗмӗнче тӗтче тетелӗпе усӑ курса иртнӗ виҫӗ ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ, ҫав шутра «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» литература конкурсӗ, «Тупмалли юмахсем-2» тата «Ҫӗрпӳ Енӗм — Тӑван Ен» интернет-олимпиада пулчӗҫ.
Кашни ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисем парнеллӗ пулчӗҫ: илемлӗ хайлавсем ҫыракансене «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса» кӗнекепе картинсем лекрӗҫ, тупмалли юмахсем шӗкӗлчеме ӑста ачасене — кӗнекесем, Ҫӗрпӳ тӑрӑхне лайӑх пӗлекенсене — тӗрлӗ теттесем. Чылайӑшне Чӑваш халӑх сайчӗ 2012 ҫулхи календаре парнелерӗ. Хисеп хучӗсемсӗр те, паллах, никам та юлмарӗ.
Юрӑ тӑхтавӗсенче хӑйсен пултарулӑхӗпе «Asамат» ушкӑн савӑнтарчӗ. Уява ертсе пырасса та ҫак ушкӑн солисчӗ Леонид Антонов ертсе пычӗ.
Шкул ачисемпе вӗрентекенсем умӗнче темиҫе кӗнеке авторӗ Ангелина Павловская тухса калаҫрӗ — вӑл хӑйӗн пирки кӗскен каласа пачӗ, ҫамрӑк ҫыравҫӑсене ӑнӑҫусем сунчӗ, ҫырас кӑмӑла малалла та атлантарма сӗнчӗ.
Сӑнсем: 1 пай (141, О. Цыпленков ӳкернисем), 2 пай (24, Н. Плотников ӳкернисем), 3 пай (27, З. Михайлова ӳкернисем).
Хисеплӗ шкул ачисем, тата вӗсене вӗрентекенсем — «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» литература ӑмӑртӑвне хутшӑнса мала тухнисем! Кӑҫалхи конкурс ҫӗнтерӳҫисене эпир тепӗр ҫул, 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче, чыслӑпӑр! Хаклӑ парнесемпе тивӗҫтересси, дипломсемпе чысласси хальхинче Ҫавал шывӗ хӗрринче ларакан авалхи Ҫӗрпӳ хулинче пулӗ — район администрациӗн акт залӗнче. Пуҫламӑшӗ — 10 сехет ҫурӑра (10:30).
Чӑваш халӑх сайчӗ кашни ҫӗнтерӳҫӗ валли хаклӑ парне хатӗрленӗ — ҫамрӑк ҫыравҫӑсен аллине ҫитессе кӗтеҫҫӗ! Мероприятие пурте вӑхӑтра ҫитессе шанатпӑр!
Адрес: Ҫӗрпӳ хули, Маяковский урамӗ, 12 ҫурт. Ҫитмелли схема.
Ыйтусем пулсан ыйтса пӗлмелли номерсем: 8-905-027-61-37 е 50-66-17 (Шупашкар) (Николай Плотникова ыйтмалла).
Юлашки вӑхатри ҫанталӑк уйрӑмлӑхне пула Ҫӗрпӳ районӗнчи Ямаш ял ҫумӗнчи выльӑх ҫӳремелли вырӑнсене те куршанак темӗсем пусса илчӗҫ. Халӗ вӗсемпеле кӗрешме, касса-ҫулса купаласа курса ҫунтарма меллӗ. Ҫуркунне вӑхӑт та пулмасть, ҫамрӑк курӑк та таптанать.
Юпан 9-мӗшӗнче, вырсарникун, ял халӑхӗ хыт курӑкпа кӗрешме тухрӗ. Йышне пӑхса кашни пӗр 5-6 сотӑйран кая мар тасатрӗ, ҫапла май выльӑх-чӗрлӗх ҫӳремелли курӑк ӳсмелли вырӑн самай хитреленчӗ теме пулать.
Ҫӗрпӳ районӗнчи депутатсем хӑйсен ирӗкӗпе пушарҫӑсен ӗҫне хутшӑнакансене налук тӗлӗшӗнчен ҫӑмӑллӑхсемпе тивӗҫтерме, укҫа-тенкӗ парса хавхалантарма йышӑннӑ. Ҫакӑ район хыснишӗн тӑкаклӑ пулӗ, анчах урӑхла май ҫук. Тӑрук инкек сиксе тухсан аякра вырнаҫнӑ 29 яла ҫӑлавҫӑсем вӑхӑтра ҫитеймесен те пултараҫҫӗ. Асаилтеретӗп, инкеклӗ ҫӗре вӗсен 20 минутран кая юлмасӑр ҫитмелле.
Хӑйсен ирӗкӗпе пушар хуралӗнче тӑракан ҫынсене шалу тивӗҫмест. Патшалӑх ҫӑмӑллӑхсем пуласса шантарать. Ҫӗрпӳ районӗн депутачӗсем, сӑмахран, вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсене страхлама палӑртнӑ. Пушар вӑхӑтӗнче шар курнӑ ҫӑлавҫӑ ҫемйине укҫа-тенкӗпе пулӑшӗҫ. Унсӑр пуҫне пушар хуралӗнче тӑракансене ҫӗр налукӗнчен хӑтарма палӑртнӑ.
— Депутатсен йышӑнӑвӗ пур, — тет Ҫӗрпӳ район пуҫлӑхӗ Татьяна Кузьмина. — Халӗ ятарлӑ службӑсем документсене хатӗрлеҫҫӗ. Ҫитес ҫулхи хыснара асӑннӑ ӗҫсем валли укҫа-тенкӗ пӑхса хурӑпӑр.
Халӗ Чӑваш Енре 759 дружина тата хӑйсен ирӗкӗпе пушар хуралӗнче тӑракан 23 ушкӑн.
Ҫӗрпӳ районӗнче хӑрушӑ аварине лекнӗ ҫемьесене укҫа парса пулӑшӗҫ. Министрсен кабинечӗ резерв фондӗнчен 45 пин тенкӗ уйӑрса пама йышӑннӑ. Асаилтеретӗп, М-7 Мускав–Ӗпхӳ ҫул ҫинче Фольсксваген микроавтобуспа пысӑк тиевлӗ машина пырса ҫапӑннине пула 9 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӗсене пытарас ӗҫ-пуҫа йӗркелеме Ҫӗрпӳ район администрацийӗ те пулӑшнӑ. Тавӑшкасси ялӗнчи Муткин ҫемйине муниципаллӑ бюджетран укҫа уйӑрса панӑ — инкекре вӗсем 5 ҫын ҫухатнӑ.
Паян кӑнтӑрла Ҫӗрпӳ районӗнчи Чиричкасси патӗнче пысӑк автоавари пулса иртнӗ — 9 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Инкек 15 сехет ҫывхараспа пулса иртнӗ — йӗпе асфальта пула Scania тиев машини ҫул ҫинче шума пуҫланӑ. Volkswagen микроавтобусӗн водителӗ ҫапӑнасран Енӗш урлӑ хывнӑ кӗпер карлӑкӗ еннелле руле пӑрнӑ. Пӑтӑрмахра тиев машинине ертсе пыракан ҫеҫ чӗрӗ юлнӑ — Volkswagen-тисен пурин те пырнӑҫӗ татӑлнӑ, ҫав шутра виҫӗ ачан та.
Ҫулла Тавӑшкасси ял тӑрӑхӗн ялӗсенче те ял урамӗсен уявӗсене ирттересси йӑлана кӗрсе пырать. Нумай пулмасть ҫакӑн пек уяв Ӗмпӗрт Туҫа ялӗнче пулса иртрӗ. Кунӗ те ятарласа тенӗ пек ҫав тери хӗвеллӗ те уяр тӑчӗ.
Ял уявне Головина Елена уҫрӗ. Унтан культура ҫурчӗн ҫумӗнчи пултаруллӑх ушканӗ «Пилеш» ятлӑ концертпа савӑнтарчӗ. Программӑра илемлӗ юрӑ-ташӑ, кулӑшла юптарусем, хайлавсем пулӗҫ. Ял ҫыннисем, килнӗ хӑнасем тӗрлӗрен ӑмӑртусенче хутшӑнчӗҫ, пӗрле юрларӗҫ, ташларӗҫ, кайран вара пулӑ шӳрпипе сӑйланчӗҫ.
Уявра чи ватӑ та сумлӑ участнике 84 ҫулхи Смирнов Александр Лаврентьевича, 80 ҫулхи Лебедев Рюрик Петровича, халӗ те паянхи кун та кил хушшинче выльӑхсемпе пыл хурчӗ те ӗрчетекене, хӑйсен хушма хуҫалӑхӗнче илемлӗ кил-ҫурт типтерлӗх, йӗри-тавра илемлӗ чечексем ӳстерекенсене Мочалов Анатолий Викентьевичпа Зинаида Аверкиевнӑсем ҫак уявра парне илме тивӗҫле пулчӗҫ.
Юбилейсемпе ҫуралнӑ кунсемпе халалласа юрӑ-ташӑсем пулчӗҫ. Уяв ташӑ-юрӑпа вӗҫленчӗ. Раманкассинче пурӑнакансем пухӑннӑ хӑнасем савӑнӑҫлӑ пит куҫпа алран-алла тытӑнса килӗсене саланчӗҫ.
Ҫӗрпӳре революциччен тунӑ ҫуртсем сахал мар. Вӑл шутра Толмачев купсасен ҫурчӗ те. Ҫӗрпӳ районӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫитес вӑхӑтра унта Ҫӗрпӳри историпе таврапӗлӳ музейӗ куҫӗ — ун валли ятарласа темиҫе пӳлӗм уйӑрнӑ та ӗнтӗ.
Куҫнӑ музей ҫурла уйӑхӗн вӗҫнелле уҫӑлмалла.
ҪУР | 05 |
Паянхи кун тӗлне республикӑри шкулсенчен 73% ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне кӗтсе илме хатӗр. Кун пирки Чӑваш Енӗн вӗренӳ министерстви сайчӗ пӗлтерет. Ҫӗнӗ Шупашкарти учрежденисем 100 проценчӗпех хатӗр. Вӗсенчен Ҫӗрпӳ, Етӗрне, Елчӗк районӗнчи шкулсем юлмаҫҫӗ — унта та 100% кӑтартупа танлашнӑ. Куславкка (92,5%), Ҫӗмӗрле (90%), Тӑвай (90%), Элӗк (85%), Сӗнтӗрвӑрри (85%) тата Патӑрьел районӗсенчи (85%) шкулсене те хатӗрлесе ҫитернипе пӗрех.
Ытти вӗренӳ учрежденийӗсене пӑхас пулсан муниципаллӑ комиссисем 196 шкул умӗнхи пӗлӳ паракан (49%) учреждение, 35 (59%) ачасене хушма пӗлӳ паракан учреждение, республика шайӗнчи 10 (59%) пуҫламӑш тата 2 (40%) вӑтам професилле пӗлӳ паракан учреждение йышӑннӑ.
Пӗлме: Чӑваш Енре пӗтӗмешле шутласан пурӗ 439 шкул умӗнхи пӗлӳ паракан учреждени, 501 ахаль шкул, 11 каҫхи шкул.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |